Пирĕн шкулта тăван чĕлхесен эрни пуçланчĕ.

   Калининăри интернат шкулта тăван чĕлхесен эрни пуçланчĕ. Кашни класра вĕренекенех унта интересленсе хутшăнать. Пуçламăш класра вĕренекенсем чăваш ачисен вăййисене выляса савăнчĕç. Вĕрентекенсем ертсе пынипе пĕчĕкскерсем хаваслансах вылярĕç, сăвăсем вуларĕç, ташларĕç.

   Саккăрмĕш классем вара «Илемлĕ, тĕрĕс çырасси – пирĕн тивĕç» конкурса хутшăнчĕç. Чăвашла текста шăрçа евĕр хитре, йăнăшсăр çырасси çăмăл ĕçех мар иккен. Максим Алексеевпа Ростислав Молодкин ку конкурсра çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.  

Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем чăвашсен тĕп хулипе – Шупашкарпа – тĕплĕнрех паллашрĕç: хулари илемлĕ вырăнсене «çитсе курчĕç», чăваш çĕр – шывне чапа кăларнă çынсене аса илчĕç.