Хĕрлĕ кĕнеке вăл – пĕтсе пыракан ÿсен – тăрансен, чĕр чунсен, кайăксен, кăмпасен списокĕ. Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ курăк – чечеке те татма юрамасть. Çакăн пек чечексемпе паллашрĕç паян 5 – мĕш классем. Г.Карбачева вĕрентекен пирĕн тăрăхри пĕтсе пыракан чечексем çинчен каласа пачĕ. Чечексем нумай пулсан тавралăх илемлĕ, вĕсемпе киленме пĕлмелле, татмалла мар.
Ачасем тăван тавралăх илемĕшĕн тăрăшма сăмах пачĕç.