Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхе.

  Ака уйăхĕн 25- мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак уяв пирки Г.Захарова вĕрентекен класс сехетĕнче ачасене чылай интереслине каласа пачĕ. Чăваш чĕлхи – атте-анне чĕлхи, çакна яланах асра тытмалла, палăртрĕ вĕрентекен.

 Ачасем тăван чĕлхе çинчен сăвăсем вуларĕç. Пĕчĕк пулсан та маттурскерсем тăрăшса вуларĕç.

  И.Яковлев ачасем валли çырнă юмахсене те иккĕмĕшсем юратсах вулаççĕ. Якушин Костя Сармантей çинчен çырнă юмах сыпăкне пăхмасăр та вĕреннĕ.