«Эпĕ Чăваш енре çуралнă» ятпа М.Голубчикова вĕрентекен 9-мĕш классемпе класс сехечĕ ирттерчĕ.

    «Эпĕ Чăваш енре çуралнă» ятпа  М.Голубчикова вĕрентекен  9-мĕш классемпе  класс  сехечĕ  ирттерчĕ. Пирĕн тăван çĕр шыв питĕ хитре вырăнта вырнаçнă: анлă Атăл, кашласа ларакан вăрмансем, хитре хуласемпе ялсем… Тăван енпе эпир мăнаçланатпăр, мухтанатпăр, ăна тата илемлĕрех тăвасси – паянхи çамрăксен тивĕçĕ.

  В. Арсентьев тăван ен çинчен сăвă та вуласа пачĕ. Володя питĕ маттур ача, сăвăсене вырăсла та, чăвашла та хитре вулать, конкурссене те хастар хутшăнать.