Ака уйӑхĕн 29-мĕшĕ – Чӑваш Республикин символӗсен кунĕ.

Ака уйӑхĕн 29-мĕшĕ – Чӑваш Республикин символӗсен кунĕ. Чӑваш Республикин символĕсене 1992 ҫулхи апрелĕн 29-мĕшĕнче ҫирĕплетнĕ. Ҫавна кура пирĕн республикӑшӑн, республикӑри пур ҫыншӑн ҫак кун питĕ пĕлтерĕшлĕ.
         Нурӑсри хавшак сывлӑхлӑ ачасене пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан интернат- шкулта, 3- мӗш класра, ҫак куна халалласа клас сехечӗ иртрӗ. Класра Чӑваш Республикин гимнĕ (сӑвви И.Тукташӑн, кĕвви Г.Лебедевӑн) янӑрарĕ. Клас ертӳҫи, Яблокова Валентина Николаевна, ачасене Чӑваш Республикин символĕсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен каласа пачӗ. Ялаври «Пурнӑҫ йывӑҫне», виҫĕ ҫӑлтӑра палӑртнӑ чухне чӑвашсем пирĕн ҫĕр чӑмӑрĕ ҫинче миҫен пурӑнни ҫинчен, тулай чӑвашĕсем камсем пулни ҫинчен, П.Хусанкайӑн «эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑмахсен пĕлтерĕшĕсем ҫинчен кӗҫӗн клас ачисене тӗплӗн каласа презентаци кӑтартрӗ.
          Патшалӑх символӗсем нацин чи хаклӑ япалисем шутланаҫҫӗ. Вӗсем чӑваш халӑхӗн пуян историне, унӑн ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене сӑнарлаҫҫӗ. Пулас ӑрӑвра патриотла кӑмӑл- туйӑм йӗркелес ӗҫре наци символики пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.
         Тӑван патшалӑх символӗсене хисеплесси - кашни ҫын тивӗҫӗ, тесе пӗтӗмлетӳ турӗҫ.