Маттур вĕренекенсем

Калининăри интернат шкулĕнчи 7 классри хĕрачасемпе кăçал пĕрремĕш хут ĕç урокĕсенче çĕлеме вĕренме пуçларăмăр. Виçĕ уйăх майлă анчах вĕренеç пулин те, хĕрачасем тĕрлĕрен япаласем ăсталама хăнăхса пыраççĕ.
         Хĕрачасем ĕç урокĕсенче вĕрентекене тимлĕ итлесе лараççĕ, çĕлемелли майсене пĕрре кăтартса панипех ăнланса юлма тăрăшаççĕ. Ун пек хĕрачасем сайра тĕл пулаççĕ, темиçе хут каламалла мар вĕсене. Шурăпа Вера ĕçе яланах тĕплĕ пурнăçлаççĕ, çĕвĕсене тӳрĕ тума тăрăшаççĕ. Алли çыпăçуллă хĕрачасен.
Алла йĕппе çип тытса ĕçлесси çăмăл ĕç мар. Пăхма çеç лайăх. Мĕн те пулин çĕлес пулсан питĕ нумай чăтăмлăх кирлĕ, - теççĕ маттур вĕренекенсем.
         Паллах, пĕрре ларнипех палăртнă ĕçе пурнăçлама май çук, çавăнпа та вĕренекенсемпе васкамасăр ĕçлетпĕр. Пĕрисем çăмăлтарах ĕçе алла тытаççĕ пулсан, теприсем кăткăсраххипе аппаланаççĕ. Урок вăхăтĕнче тĕрлĕрен çитменлĕхсемпе йăнăшсем сиксе тухаççĕ, анчах вĕсене çийĕнчех пĕтерме тăрăшатпăр. Пĕр-пĕрне ăнланни тĕллеве пурнăçа кĕртме май парать те, - каласа парать ĕç урокне ирттерекен Надежда Геннадьевна Петрова.