Кашни ҫӗр- шывӑн хӑйӗн ыттисенчен уйӑрса илмелли паллисем- символӗсем пур. Вӗсем- герб, гимн, ялав.

Кашни ҫӗр- шывӑн хӑйӗн ыттисенчен уйӑрса илмелли  паллисем- символӗсем пур. Вӗсем- герб, гимн, ялав.

"Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр" анлӑ проектӑн черетлӗ класс сехечӗ  "Пирӗн ҫӗр- шывӑн мӗнле символӗсем пур?" темӑпа пулса иртрӗҫ. Пӗрремӗш класс ачисемшӗн ҫак тема питӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Класс ертӳҫи кӑтартнӑ видероликпа презентаци шӑпӑрлансене  тарӑн шухӑша ячӗ ҫеҫ мар, вӗсен тавракурӑмне анлӑлатрӗ, татах та ҫӗннине пӗлес туртӑма ҫӗклерӗ.


Ачасем гербпа ялав тытӑмне кӗрекен сӑнсемпе,тӗссемпе мӗне пӗлтернипе паллашрӗҫ ҫеҫ мар, хӑйсем те символсене хут ҫине ӳкерсе ӑса хывса хӑварчӗҫ. Ҫавӑн пекех пирӗн ҫӗр - шывӑн мухтавлӑ та савӑнӑҫлӑ гимне итлерӗҫ. Ҫак юрӑ Раҫҫей спортсменӗсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӑмӑртусенче ҫӗнтернине кӑтартакан символ пулнине те пӗлчӗҫ.

Ачасем герб, гимн, ялав пире яланах Тӑван- ҫӗршыва аса илтернине манмалла мар, вӑл епле илемлӗ, халӑхӑмӑр епле паттӑр пулнине асра тытмалла тесе ҫирӗплетсе пӗтӗмлетӳ турӗҫ.