Ака уйӑхен 25 - мӗшӗнче - И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун - пӗтӗм тӑван халӑх Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.

Ака уйӑхен 25 - мӗшӗнче - И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кун - пӗтӗм тӑван халӑх Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.



Ҫак уява пирӗн шкул ачисем те хастар хутшӑнчӗҫ. Малтанах шкулти театр кружокне ҫӳрекенсем "Чечеклӗ кӑмпа" юмаха ӑста выляса кӑтартрӗҫ. Ҫамрӑк артистсене куракансем чылайччен алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ, кружока ертсе пыракан И.Яковлева вӗрентекене тав турӗҫ.

Унтан 1 - 9 класра вӗренекенсем чӑвашла сӑвӑ илемлӗ вулассипе ӑмӑртрӗҫ. Пур вӗренекен те сӑвва ӑста, илемлӗ вулама тӑрӑшрӗ.

Куракансемпе жюри членӗсем пуҫламӑш тата 5, 6 - мӗш класра вӗренекенсем маттуртарах пулнине палартрӗҫ. Вырӑс чӗлхи вӗрентекен Л.Федорова П.Эйзин ҫырнӑ "Кам кӗнӗ пахчана ?" сӑвва  питӗ ӑста вуласа пачӗ.

Ачасене чӑвашла кӗнекесем ытларах вулама ырӑ сунчӗ.