Ҫамрӑк корреспондентсен 6 - мӗш слетӗнче.

Ҫамрӑк корреспондентсен 6 - мӗш слетӗнче.



Ҫу уйӑхен 17- мӗшӗнче "Хыпар" Издательство ҫурчӗн акт залӗнче ҫамрӑк корреспондентсен 6- мӗш слечӗ иртрӗ. Унта пирӗн шкулти вӗренекенсем те, Мария Григорьева, Кристина Иванова, Степан Васильев, хутшӑнчӗҫ. Вӗсем - "Пукане" конкурс ҫӗнтерӳҫисем.

Слет программи кӑҫал та интереслӗ пулчӗ. Савӑнӑҫлӑ концерт хыҫҫӑн ачасем ӑсталӑх класӗсене хутшӑнчӗҫ, ҫӗнӗ туссем тупрӗҫ. Коля Машинов "Эп чӑваш ачи" сӑвва чӑваш радио корреспондентне питӗ хитре вуласа пачӗ. Ҫак кунсенче ӑна радиопа итлеме те пулать

Ҫӗнтерӳҫисем слетран дипломпа, парнесемпе таврӑнчӗҫ. Ҫитес ҫул та вӗсем хаҫатпа туслӑ пулма, конкурссене хутшӑнма шантарчӗҫ.