Çак шкула 1960-мĕш çулта уçнă. Малтанхи çулсенче те, хальхи тапхăрта та вĕрентекенсем пĕр тĕллевлĕ - ăс-тăн енĕпе йывăрлăхсем тÿсекен ачасене вĕренме, аталанма, пурнăç çулĕ çине тăма пулăшасси. Кăлтăксене палăртса тĕрĕс программăпа аталантарассине тĕпе хурса ĕçлеççĕ педагогсем. Ачасене вĕренме çăмăлтарах пултăр тесе ятарлă кĕнекесемпе, тĕрлĕ вăйă тата коррекци мелĕсемпе усă кураççĕ, ташă-юрă, спорт кружокĕсене явăçтараççĕ, çитĕнÿсемшĕн хавхалантараçcĕ. Вĕсем тăрăшнипе ачасем питĕ нумай ăмăртусене хутшăнаççĕ, дипломсемпе медальсем çĕнсе илеççĕ, туслăх тата пĕрлĕхлĕх хакне туйма вĕренеççĕ.
Передачăна эфира кăларнăшăн Галина Николаевнăпа Людмила Ивановна Валентина Беловăна тата Наталия Яркеевăна тав тăваççĕ.